Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче 59 286 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.
Суйласа илнĕ статьясем
Юрий I Львович королĕн пичет аверсĕ çинче «Regis Rusiae» — Руç королĕ тесе çырнă.
Руç коро́лĕ́ (лат.Rex Russiae е Rusiae) — Анăç Европăри вăтам ĕмĕрсенчи документсенче тата нарративлă çăлкуçсенче вырăс тытăмçисене асăннă чухне ускурнă титул. Хăшпĕр тытăмçăсене ăна йышăнма сĕннĕ. Çак титула илнĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх — галич-волынь кнеçĕДаниил Галицкий (1253 çул).
Александр Филюшкин каланипе, Руç политикин культуринче çак титул вырнаçанайман, «вырăс историнче тĕлĕнтермĕшлĕ эпизод евĕр ĕмĕлкеленсе иртсе кайнă».
Ше́рпсем, пĕр. хисепре шерп е шерпа (тиб.ཤར་བ་, вайли shar pa ‘тухăç çыннисем') — Тухăç Непалри, Джомолунгма тăвĕ таврашĕнче, çаплах Индире пурăнакан халăхлăх. Тăван ячĕ — шаркхомбо. Шерпсен чĕлхи — кангпо — тибет-бирма чĕлхисен кăнтăр турачĕ йышне кĕрет; çапах та ытти Тибет чĕлхисенчен питĕ уйрăлса тăрать.
Ытларахăшĕ Непалăн тухăç регионĕсенче пурăнать; хăшпĕррисем анăçарах, Ролвалинг (Rolwaling) айлăмĕнче тата Катмандуран çурçĕререх Хеламбура вырнаçнă. Непалри шерпсен чи авалхи ялĕ — Тенгбоче.
1862 — Петербургра Д. Вердин (капăрл.) «Араскал вӑйӗ» опера премьери пулса иртнӗ.
1910 — Л. Н. Толстой Ясная Полянаран хӑйӗн юлашки ҫулҫӳревне вӑрттӑн тухнӑ.
1917 — «Сословисемпе граждан чинĕсене пĕтерни» ВЦИК декретне кăларса тĕрлĕ граждан чинĕсене тата сословисене пĕтернĕ.
2005 — Гонконгранчӳк уйăхĕн 9 вĕçсе тухнă Boeing 777-200 LR пассажир самолёчĕ Хитроу аэропорчĕнче (Лондон) ăнăçлă ларнă. Ку вĕçев граждан авиациĕнче пăр лармасăр вĕçнисен хушшинчен чи аякки шутланать. Вĕçев 23 сехет тăсăлнă, пĕтĕмпе 12 650 пин милĕ вĕçнĕ.
Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.
Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.